__Муркаш районӗнчи__ ял хуҫалӑх ертӳҫисем иртсе каякан ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн аталанӑвне тишкернӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Тимофеев фермерсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курни, сӗт сутса тупӑш илни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Юлашкинчен асӑннине сутса ял хуҫалӑх предприятийӗсем 14 миллион тенкӗ ытларах тупӑш курнӑ. Пӗтӗмӗшле сӗт туса илесси хуҫалӑхсенче 10,1 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх, «Путь Ильича» агрофирма, «Герой» кооператив уйрӑмах тӑрӑшуллӑ ӗҫленине палӑртнӑ.
Выльӑх-чӗрлӗх чирне сарас марри пирки те канашлура сӳтсе явнӑ. Африка чуми сарӑласран ҫурасене ветеринари хучӗсемсӗр туянма юрамасть. Ветеринарсем сыснасене ирӗке кӑларма та чараҫҫӗ. Рациона апат юлашкине ярса панине те ветеринарсем ырламаҫҫӗ. Саппас ҫӑкӑр ыйтмасть те, инкек-синкек сиксе тухас пулсан ал айӗнче дезинфекцилекен хатӗрсем пулмаллине аса илтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |