Пирӗн сайтра орфографи йӑнӑшӗ сахал мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗри вӗсем пирки ансат мелпе пӗлтермелли май туса пама ыйтатчӗ. Чӑваш Республикин официаллӑ влаҫ порталне те тӗслӗх пек илсе кӑтартатчӗҫ. Паян вара ҫак хатӗре сайта вырнаҫтартӑмӑр.
Эпир «Orphus» системӑна суйласа илтӗмӗр. Пӗрремӗшӗнчен — вӑл чи анлӑ усӑ кураканскер, иккӗмӗшӗнчен — ӑна тӗрлӗ чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Чӑвашла ҫуккӑччӗ те хамӑрӑн тӑван чӗлхепе те куҫарса патӑмӑр. Хайхи халь ҫак хатӗрпе усӑ курса асӑрханӑ йӑнӑша тӳрех пире пӗлтерме пултаратӑр. Малтан шӑшипе йӑнӑш текста уйӑрӑр, кайран харӑс **Ctrl**-па **Enter** пускӑчсене пусӑр. Уҫӑлнӑ чӳречере йӑнӑш пирки ӑнлантарса пама та пултаратӑр. «Пӗлтер» ҫине пуссан информаци пирӗн пата ҫитӗ.
Ку хатӗре ҫитес вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтне тата электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарӑпӑр. Сӑмах май, эпир унччен чӑвашла текстсенчи орфографи йӑнӑшӗсене тупмалли хатӗр — __http://hunspell.chv.su|**Hunspell**__ — ӑсталасаччӗ. Вӑл паян кун та ӗҫлет, унпа усӑ курма пултаратӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |