Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ нумай пулмасть грампалстинкӑсен пуххипе пуянланнӑ. Ҫак парнене «Музыкальные мультимедиа библиотеке» (чӑв. ~~«Кӗвӗ-ҫемӗллӗ мультимедие вулавӑша»~~) акци вӑхӑтӗнче __Михаил Кондратьев__ кӗвӗ тӗпчевҫи илсе килсе панӑ иккен.
Фонограммӑсен пуххи пурӗ 3 пайран тӑрать: чӑваш кӗвӗҫӗсен хайлавӗсем, чӑваш фольклорӗ, чӑвашсен юрлас ӳнерӗ.
Кӗвӗ хывакансен пуххине «Чебоксарские вечера», «Песней порадуем друзей», «Край родной», «Герман Лебедев: хоровые произведения», «Чебоксарский сувенир», «Уҫланкӑри палан: Филипп Лукин юррисем», «Хоры чувашских композиторов» пластинкӑсем кӗнӗ, вӗсенче Федор Павлов, Степан Максимов, Анисим Асламас, Владимир Иванишин, Герман Лебедев, Григорий Хирпӳ, Филипп Лукин, Виктор Ходяшев, Аверий Токарев, Александр Васильев, Федор Васильев, Тимофей Фандеев кӗвӗленӗ юрӑсене тупма пулать.
Чӑвашсен юрлас ӳнерӗн пайне вара «Поет хор чувашского телевидения и радио» (дирижерӗ Петр Федоров), Чувашский государственный ансамбль песни и танца (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев), «Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ӑсталӑхӗ» (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев, хормейстер Герман Егоров), «Хор чувашского телевидения и радио (дирижерӗ П. Федоров) пластинкӑсем кӗнӗ.
Фольклор пайӗ те чухӑн мар: «Чувашские узоры: народные песни и наигрыши», «Ай, юрлар-и юррине: фольклорный ансамбль Уяв» (ертӳҫи Зинаида Козлова), «Чӑваш эрешӗсем», «Чебоксарский сувенир», «У истоков чувашской музыки», «Чувашский фольклор», «Чувашский фольклор»: фольклорный ансамбль села Четырла», «Чувашские народные песни и танцевальные мелодии».
Михаил Григорьевич сайра тӗл пулаканнисене парнеленӗ — наци вулавӑшӗ Питӗрти «Мелодия» грапзапись студийӗ кӑларнӑ «У истоков чувашской музыки» тата «Мелодии чувашских опер» пластинкӑсемпе пуянланнӑ.
Ҫак парне хыҫҫӑн наци вулавӑшӗн пуххи чӑн та пуян коллекци пулса тӑнӑ теме пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |