Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» гарелейинче «Халӑха юратса» курав ӗҫлет — Тимӗр Акташ журналист хыпарланӑ тӑрӑх ӑна Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ.
Ӳнерҫӗсем курав лаптӑкӗ пӗчӗк пулнипе пӑшӑрханчӗс пулин те унта чылай кӑсӑклӑ ӗҫ вырнаҫнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсене Праски Витти, Николай Енилин, Петӗр Пупин (ҫак кунсенче юбилей паллӑ турӗ), Владимир Агеев, Юрий Матросов, Владислав Зотиков, Валентин Фёдоров, Владимир Шведов, Людмила Балтаева, Арина Перцева, Валентина Илем тата ыттисем тӑратнӑ.
Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ку курава Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерствинчен Сергей Казаков ҫеҫ килнӗ, анчах сӑмах тухса каламан. Ӳнерҫӗсене салам сӑмахӗпе наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Михайловна Старикова саламланӑ.
**Пӗлме**: Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 1993 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхне кӗрекен ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнӗ чӑвашлӑх теми ҫине таянса ӗҫлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ вӗсен ӗҫне ырламан пулин те ҫӗнӗ ӳнер пӗрлӗхӗ хӑйӗн ятне паянхи куна таран илсе ҫитернӗ. Такӑнтаракансем чылай пулнӑ пулин те Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать: тӑтӑш куравсем ирттерет, ҫав шутра чикӗ леш енче те.
__http://fotki.yandex.ru/users/kzilsu1957/album/389040/?p=0|**Сӑнсем**__ (11, Тимӗр Акташ ӳкернисем)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |