Иртнӗ ҫулталӑкӑн раштавӑн 17–27-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче предприятисемпе ял тӑрӑхсем хушшинче Ҫӗнӗ Ҫула эрешсемпе кӗтсе илессипе ӑмӑрту иртнӗ.
Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров уяв умӗн ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗ. Жюри пайташӗсем ял тӑрӑхсенчен чи хитри Ачкасси ял тӑрӑхӗ пулнине пӗлтернӗ. «Иккӗмӗш вырӑнта __Кивӗ Атикасси|киватикассисем__, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньсем», — тесе йышӑннӑ. Юмахсенчи сӑнарсене __Атнар|атнарсем__ пуринчен те ӑстарах сӑнарласа кӑтартма пултарнӑ. Вӗренӳ учрежденисене илем кӳрессине илес пулсан — Хӗрлӗ Чутайри «Хӗвел» ача пахчи воспитателӗсемпе кунта ҫӳрекен ачасем малти вырӑна тухнӑ. Культура учрежденийӗсенчен чи малти вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри культура ҫурчӗ диплома тивӗҫнӗ. Суту-илӳ предприятисенчен чи ӑстисем — Хӗрлӗ Чутайри райпо ӗҫченӗсем.
__http://cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=news&id=2681916|**Сӑнсем**__ (42)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |