%#58829b%**ХУШНИ**: этнокультура паркӗн __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/155105/|паянхи сӑнӗсене хушрӑмӑр__. Сӑнсен авторӗ Владимир Андреев.%/#58829b%
__Ҫӗрпӳ__ хулинче Культура ҫулталӑкӗ культурӑсӑрлӑхран пуҫланчӗ теме пулать — этнопарк тума планланӑ вырӑна улӑштарма шухӑш тытнӑ. Ҫапла тума пупсем хистенӗ имӗш. Вячеслав Эткер кӳлепеҫӗ каласа панӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унччен вырнаҫтарнӑ тӗп юпана кӑларса илнӗ, район администрацийӗн складне кайса хунӑ.
Асаилтеретпӗр, __Ҫӗрпӳ__ хулинчи этнокультура паркне хирӗҫ __/news/4479.html|вырӑнти пуп Вячеслав атте__ тӑнӑ. Администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх хӑйӗн чиркӗвне ҫӳрекен ҫынсене вӑл вӗсем патне чылай янӑ. Ҫапла май вара тӳре-шара этнокультура паркне тепӗр вырӑнта йӗркелеме шут тытнӑ. Вӑл ӑҫтарах пуласси хальлӗхе паллӑ мар-ха.
Православи тӗнӗн пупӗсемшӗн Раҫҫей Конституцийӗнче ҫырса хунӑ пур тӗн те пӗртан пулни саккун мар пулас. Хӑйсенле кӑна тӑвас тесе культурӑллӑ япаласем ҫине те ним мар алӑ ҫӗклеме пултараҫҫӗ. Вӗсене пулах ӗнтӗ чӑвашлӑхӑн хулан тӗп вырӑнӗсенче мар, таҫти шӑтӑк-ҫурӑкра кӑна аталанма тивет. Чӑвашӑн чунне ҫак япала самай хурлантарни вӗсене пӑшӑрхантармасть те ӗнтӗ. Чӑваш наци конгресӗ те ҫак пулӑм пирки халӑх йӑли-йӗркине хӳтелесе сӑмах хушманни пирӗн шутпа унӑн шайӗ унчченхи пекех юлни ҫинчен, вӑл ҫӳле ҫӗкленейменни ҫинчен кӑтартса парать.
~~Туса ҫитерме паман этнокультура паркӗн хальхи сӑнне ыран вырнаҫтарӑпӑр.~~
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |