Паян чӑваш йӑли тӑрӑх __Сурхури__ уявне палӑртаҫҫӗ. Республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче ҫамрӑксен кану каҫӗсем, каҫхи улахсем иртеҫҫӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те сире ҫак хӗллехи уяв ячӗпе саламлать!
Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара. Пирӗн кунталӑкра (календарьте) ку тапхӑра Кӑшарни тесе палӑртнӑ.
Сӑмах май, тунтикун, **кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче**, «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗ «Ҫӑлкуҫ» кафере «Сурхури» уявне палӑртӗ! Кӑҫал вӑл шучӗпе вуннӑмӗш пулӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Уява пырас кӑмӑллисене чӑваш тумӗсемпе килме ыйтаҫҫӗ, хӗрарӑмсен пуҫне тутӑр ҫыхмалла. Ку уява яланхи пекех тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансем хутшӑнмалла — ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, верентекенсем тата ыттисем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |