Хӑй вӑхӑтӗнче ялсенче вокалпа инструментсен ансамблӗсем пулнине астӑватӑп-ха. Юлашки ҫулсенче вӗсем пирки илтсех кайман та, пӗтнӗ тесе те шухӑшланӑччӗ. Ҫук иккен. Пур.
__Канаш районӗнчи__ __Уҫырма__ ялӗнче, авӑ, «Чӗрӗлӳ» ансамбль ӗҫлет. Ӗнер вӑл ялти культура ҫурчӗн сцени ҫинче концерт лартнӑ. Сурхури тесе тӳлевсӗрех пухнӑ вӗсем халӑха. Пӗччен пурӑнакан ӗҫпе тыл ветеранӗсене артистсем пырне — апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсем — тыттарнӑ. Депутатсен район пухӑвӗн депутачӗ В.П. Васильев та пушӑ алӑпа килмен — пилӗк ӗҫ ветеранне пылак кучченеҫпе сӑйланӑ.
«Чӗрӗлӳ» вокалпа инстрементсен ансамблӗ виҫӗ ҫынтан тӑрать: Павел Минаев клавишнӑйпа вылять, Сергей Новиков — гитарӑпа, Ирина Минаева вара юрлать. Маттурсем пурте вырӑнтисемех, уҫырмасем. Концертпа вӗсем республика тулашне те тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
Концерта пухӑннӑ халӑха уявпа саламлама район пуҫлӑхӗ И.Т. Иванов тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Т. Иванов пырса ҫитнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2683147|**Сӑнсем**__ (29)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |