__Етӗрне районӗнчи__ шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. __Палтай__ шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. __Урпашри__ вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче __Советски__ шкулти Ирина Игнатьева тата __Тури Ачакри__ Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ __Засурскинчи__ тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |