Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫак мелпе 37 ҫын усӑ курнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 29 ҫын, __Шупашкартан__ шӑнкӑравланӑ. Ытти хулапа района илсен, __Канаш__, __Ҫӗмӗрле__ хулисенче, Вӑрнарпа Шупашкар районӗсенче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Ҫынсем пурӗ 44 ыйту панӑ. Халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлес ыйту ытларах кӑсӑклантарать иккен. Шӑнкӑравсем тӑрӑх инспекторсем халӑха ҫурт-йӗр фончӗн тӑрӑмне техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслесе тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑрасси канӑҫсӑрлантарнине те асӑрханӑ.
Ҫынсене калаҫтаракан ыйтусен шутне управляющи компанисем ӑшӑ энергийӗ пирки информацие, кабель телекуравӗ вырнаҫтарни саккунлипе саккунсӑрри пирки пӗлтерменнине те, вӗри шыв вӗри маррине тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва кӗртмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |