Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Иисус Христос ҫуралнӑ кун. Ҫак уява чысласа ирттерекен тӗн уявӗнче __Етӗрнери__ Свято-Троицкий собор ҫумӗнчи вырсарни шкулне ҫӳрекенсем тата __Палтайри__ Вознесения Господня вырсарни шкулне ҫӳрекенсем хула ҫыннисене уявпа саламларӗҫ. Ачасем пухӑннисене хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ ҫӑлтӑрсем парнелерӗҫ, ҫӑлтӑрсен ташши-юррипе сӑввине ятарлӑ сценари тӑрӑх лартнӑ. Сценари авторӗсем Э.Лисицына, В.Белов, Е.Паркина, Е.Коракова, М.Шуверова, Л.Гришина. Пухӑннисене Етӗрне тата Палтай чиркӗвӗсен протоиерейӗсем Сергий аттепе Владимир атте Христос ҫуралнӑ ятпа саламларӗҫ, ҫак кун умӗн Афонран пӗрремӗш хут Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтри япаласене Мускава илсе килни пирки пӗлтерчӗҫ.
Пухӑннисене ҫавӑн пекех __Етӗрне__ хулин пуҫлӑхӗ Андрей Агаков тата район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алиса Иванова саламларӗҫ.
Алиса Геннадьевна район администраци пуҫлӑхӗн ячӗпе Черновсен ҫемйине «Ҫулталӑк ҫемьи — 2013» конкурсра «Социально-ответственная семья» (чӑв. ~~Халӑхри яваплӑ кил-йыш~~) номинацире ҫӗнтернӗшӗн диплом парса чысларӗ. Пухӑннисем Етӗрнери Культура ҫурчӗнче ӗҫлекенсен концертне те килӗштерчӗҫ.
Христос ҫуралнӑ куна халалласа чиркӳ шкулне ҫӳрекен ачасемпе Етӗрнери Анисим Асламас ячӗпе хисепленсе тӑракан ӳнер шкулӗнчи вӗренекенсем тӗрлӗ эреш, тӗлӗнмелле япаласем хатӗрленӗ. Унтан уяв Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗ умӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Хӗл Мучипе Юрпике ачасене парнесемпе савӑнтарчӗҫ.
Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вырсарни шкулне ҫӳрекенсем __Шупашкарти__ уява хутшӑнӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |