Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ултӑ кун хушшинче ултӑ ҫын пушарта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе вара вут-ҫулӑм 18 хутчен алхаснӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта кун пек инкексен шучӗ сахалтарах пулнӑ иккен — пурӑ 16 хут. Ун чух виҫҫӗн вилнӗ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, икӗ пушар тухнӑ. Вӗсенчен пӗри __Шупашкарти__ Мускав проспектӗнчи кафесенчен пӗринче пулнӑ. Вут-ҫулӑм ирхи виҫӗ сехетре хыпса илнӗ. Кухньӑра ӗҫлекенсем фритюрницӑра ҫӗрулми ӑшаланӑ иккен. Ҫатма хӗрнӗ вӑхӑтра вӗсем айккинелле пӑрӑннӑ. Шӑпах ҫав самантра ҫу хыпса илнӗ. Ҫулӑм шӑршине cиссе пушарнӑйсене чӗнсе илнӗ, кафери ҫынсене урама кӑларнӑ. __Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ вара ҫав кун 52 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Унӑн виллине пушара сӳнтерекенсем тупнӑ. Пӳрт пӗтӗмпех кӗлленнӗ. Пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын эрех сыпкалама тата пирус туртма юратнӑ-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |