Сурхури кунӗнче __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ полицейскисен машине вӑрласа тарнӑ. ВАЗ-2115 маркӑллӑ машина ҫухални пирки республикӑн Шалти ӗҫсен министерствине хыпар ирхи тӑхӑр сехетре ҫитнӗ. ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне вара машина ҫухални пирки ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн машини асӑннӑ хулари Коммунистически урамра вырнаҫнӑ ГИБДДн ҫурчӗ умӗнче ларнӑ пулнӑ. Унтан ӑна паллӑ мар мар ҫын хускатса тарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех тытса чармалли план хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ. Тӑрӑшни сая кайман. Полицейскисен машинине Ҫӗнӗ Шупашкартан тухса кайнӑ вӑхӑтра ярса илнӗ. Руль умӗнче __Сӗнтӗрвӑрри районӗнче__ пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ ларнӑ.
Мӗншӗн апла хӑтланнине тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен тыткаларӑшне палӑртӗҫ тесе хыпарлать ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |