__ Шупашкарта__ ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Тулаш тата шалаш енчен илемлетнипе пӗрлех вӗсене пысӑклатӗҫ.
Республикӑн тӗп хулин архитектурӑпа хула тӑвӑм управленийӗ культура учрежденийӗсене сармалли проектсене пӑхса тухса «Салают» тата Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗсене пысӑклатма йышӑннӑ. «Салют» калӑпӑшӗ 3 800 тӑваткал метр чухлӗ сарӑлӗ. Хусанкай ячӗллин — 5300 тӑваткал метр.
Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне картиш еннелле пысӑклатӗҫ. Ҫак тӗллевпе ун ҫумне виҫӗ хутлӑ хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. Ҫӗнӗ лаптӑка хореографи пӳлӗмӗсене тата унта ӗҫлекенсене ӗҫ пӳлӗмӗсем туса пама шухӑшлаҫҫӗ иккен. Курав залӗн калӑпӑшӗ те сарӑлӗ те ним мар пин ҫынна вырнаҫтарма май килӗ. «Салюта» вара урам енчен пысӑклатмалла. Унта та курав залӗ пин ҫын таран вырнаҫмалӑх сарӑлӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫак культура учрежденине тӑватӑ хутлӑ тӑвӗҫ.
Сӑмах май, Трактор тӑвакансен культура керменӗ юсав списокне кӗмен курӑнать. Унта __Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ__ хӗсӗнсе ӗҫлет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |