Ҫӗмӗрле иртнӗ уйӑхӑн пӗр кунӗнче полицире арҫын ҫакӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе ШӖМӗн районти пайне илсе пынӑ. Те тӗрмене хупса хурасран хӑранӑ ӗнтӗ 41-ри хӗрӗнкӗ (вӑл урах пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн) арҫын — ботинка шнурокӗпе камерӑра ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.
Халӗ ку факт пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпарлаҫҫӗ. Камерӑна хупнӑ чухне арҫыннӑн шнурокне кӑларса илмен тесе халӗ полицейскисене айӑплама пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, полицире ҫын хӑй ҫине алӑ хуни виҫӗм ҫулхи утӑ уйӑхӗнче __Шупашкарта__ пулнӑ. Ун чухне 29-ти арҫын шнурокпа ҫакӑнса вилнӗ. Ҫав каҫ дежурствӑра пулнӑ полицейские суд условлӑ майпа айӑпланӑччӗ. Хӑй ҫине алӑ хунӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тесе 400 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑччӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |