Чӑвашсен музыка сценин ӑсти __Александр Васильев__ пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче 66 ҫул тултаратчӗ. Вӑл __Тӑвай районӗнчи__ __Тӑрмӑш__ ялӗнче учительсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Малтан вӑл Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Гнесинсен ячӗллӗ музыкӑпа педагогика институтӗнче (Мускав хули. Халӗ вӑл аслӑ шкул Раҫҫейӗн музыка академийӗ шутланать) ӑсталӑха туптанӑ.
Гнесинсен институтне Васильева чи малтанхи хайлавсене: фортепиано валли ҫырнӑ виҫӗ сехетлӗ сонатӑна тата хӗлӗхлӗ инструментсен оркестрӗ валли ҫырнӑ тӑватӑ сехетлӗ симфониеттӑна — кӑтартнӑ хыҫҫӑн илеҫҫӗ.
Мускавра вӗреннӗ вӑхӑтра вӑл самай хайлав калӑплать. Ҫав шутра — фортепиано валли пьесӑсен ярӑмне, виҫҫӗмӗш квартета, гобойпа фортепиано валли сонатина, «Тилли юррисем» ярӑмри романссене кӗвӗлет, оркестр валли поэмӑпа увертюра, оркестрпа фортепиано валли концерт-расподи, фортепиано валли квинтет-поэма тата виҫӗ пайран тӑракан «Чакка» поэмӑна (__Ҫемен Элкерӗн__ поэми тӑрӑх) хайланӑ. Юлашкинчен асӑннине вӑл диплом ӗҫӗ евӗр хатӗрлет.
Специалистсем ҫамрӑк композиторӑн ӗҫӗсенче вырӑссен инструмент кӗввин маҫтӑрӗсем, ҫав шутра Дмитрий Шостаковича асӑнаҫҫӗ, йӗр хӑварни сисӗннине палӑртаҫҫӗ. Фортепиано валли хайланинче Сергей Рахманинов йӗрӗ сисӗнет теҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хамӑр чӑвашсен композиторӗн Георгий Воробьевӑн пултарулӑхне ӑша хывни те курӑннине палӑртаҫҫӗ.
Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл хайланӑ ӗҫсене ҫак кӗске информацире асӑнса та пӗтерес ҫук.
Ӑста композитор ҫут тӗнчерен 2012 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче уйрӑлчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |