Паян __Хӗрлӗ Чутайра__ Кивӗ Ҫӗнӗ Ҫула халалласа Хӗл Мучисемпе Юрпикесен парачӗ иртрӗ. Уява районти пур ял тӑрӑхӗнчи Хӗл Мучисемпе Юрпикесем тата юмахсенчи тӗрлӗ сӑнарсем хутшӑнчӗҫ.
Хӗл Мучисен тумӗсем пӗринчен тепри хитререх! Юрпикесем тата еплерех илемлӗ! Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата администрацинче тӑрӑшакансем кӗтсе илсе саламларӗҫ. Районти Культура ҫурчӗ умӗнчи чӑрӑш тавра савӑнакан Хӗл Мучисемпе Юрпикесене курма часах халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Уяв хуҫисен карҫинккисене пылак ҫимӗҫсем тултарма та манса кайман иккен, ача-пӑча чӑрӑш тавра ташларӗ, юрларӗ, Хӗл Мучисепе Юрпикесем тӗрлӗ конкурссене хутшӑннине курса савӑнчӗ.
Уява __Штанаш__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова ерсе пынипе Надежда Павловӑпа Ираида Семёнова та хутшӑнса пухӑннисемпе пӗрле савӑнчӗҫ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=top&id=2685938|**Сӑнсем**__ (81)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |