Паянтан Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри предмет олимпиадисен Чӑваш Енри тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӗренӳре уйрӑмах талпӑнуллисенчен пӗрисем 21 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ. Олимпиада ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Паянпа ыран, сӑмахран, ачасем акӑлчан чӗлхипе олимпиадӑна хутшӑнаҫҫӗ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекен 83 ача тупӑшӗ. Ҫавсенчен ытларахӑшӗ, 46-шӗ, __Шупашкар__ ачисем, 6-шӗ — __Ҫӗнӗ Шупашкартан__, 31-шӗ — районсемпе ытти хула ачисем.
Регионти олимпиадӑна хутшӑнма тӗп хулари 4-мӗш лицейре вӗренекен 20 ача тивӗҫнӗ.
Муниципалитет шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна 7–11-мӗш классенче вӗренекен 35 пин ытла хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 2 730-шӗ, пӗлӗве математикӑпа тӗрӗсленӗ. Биологие кӑмӑллакансем те йышлӑ: 2 703 ача район е хула шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Олимпиадӑна хутшӑннисен хисепӗ тӑрӑх хакласан, ҫавӑн пекех ачасенчен самайӑшӗ вырӑс чӗлхипе историе юратса вӗренеҫҫӗ тесе шухӑшламалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |