Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗччен пирӗн республикӑра спортпа сывлӑх вунӑ кунлӑхне ирттерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче ӑна 10-мӗшӗччен тесе палӑртнӑччӗ. «Вырсарникун эпир те __Кӳкеҫри__ стадиона каяс терӗмӗр», — каласа пачӗ республикӑри хаҫатсенчен пӗринче ӗҫлекен ӗҫтешӗм. Икӗ хӗрне те ертсе кайнӑ-мӗн вӑл. Ара, вӑхӑтлӑх ярӑнма маларах коньки те, йӗлтӗр те панӑ иккен те, районти физкультурӑпа спорт комплексне хавас кӑмӑлпах уттарнӑ вӗсем. Вӗсемпе пӗрле пӗлӗшӗсем те пулнӑ. Прокатшӑн тесе кассӑра тӳлесе те хунӑ. Анчах йӗлтӗр илме тесе ҫав инвентарь паракан ҫурт патне васкани кӑлӑхах пулнӑ хайхисен: алӑк питӗрӗнчӗккине кура чека каялла тавӑрса пама тивнӗ.
«Килтен илсе пынӑ конькипе стадионти пӑр ҫинче ачасене ярӑнтарасшӑнччӗ те унта та кӗртмерӗҫ», — малалла каласа парать тусӑм. Вӑл каланӑ тӑрӑх, юра тасатса пӗтереймен иккен. «Ҫӗрле самай хулӑн ҫунӑскере пӗр ҫын ӑҫтан тасатса ӗлкӗртӗр», — текелесе тусӑм хӑй те алла кӗреҫе илсе хырма тытӑннине пӗлтерет. Юр тасатаканни ҫакна кура ҫемҫелнӗ — ачасене вунӑ минутлӑха ярӑнма ирӗк панӑ иккен. Сӑмах май, юр хыракан ҫынни пӑр хытманнипе те каток ҫине кӗртменнине пӗлтернӗ-ха — ара, маларах мӗн чул вӑхӑт ӑшӑ тӑчӗ те...
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |