Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫӗр айӗнче пӑлхарсен авалхи мунчине тупни, ӑна музей евӗр упрас шухӑш тытни пирки хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ __/news/3707.html|хыпарланӑччӗ__. Археологсем мунчана X–XII ӗмӗрсенче туса лартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗн культура эткерлӗхне упрас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Шарпудин Хаутиев ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, авалхи ҫурта ятарлӑ ҫивиттипе витме тытӑннӑ. Вӑл ӑна юр-ҫумӑртан хуплӗ. Авалхи мунча тӑррине ҫӳлтен хупланипе пӗрлех ӑна туристсене кӑтартмалла хатӗрлесшӗн.
Пӑлхар эткерлӗхӗн палӑкне иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗнче ӑнсӑртран асӑрханӑ. Ҫав вырӑнта влаҫ ҫыннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчен тахӑҫан ссылкӑна янӑ нимӗҫсем унчченхи вырӑна таврӑнма тытӑнсан хайхисем валли поселок тӑвас тенӗ. Строительство ӗҫӗсене пуҫӑннӑ экскаватор кирпӗч никӗсе сиенлетнӗ.. Строительсем мунча кӑмакине, хутмаллине тата ытти хӑш-пӗр пая ватса пӗтернӗ. Ҫав вырӑн культура эткерлӗхӗн объекчӗ кӑна мар, унта пӑлхар тапхӑрӗнчи мунча пулнине каярах тин ӑнланса илнӗ. Поселок тума вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса ирӗк панӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |