Монополипе кӗрешкен республикӑри служба Шупашкарти харӑсах икӗ шкул тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи вӗренӳ заведенийӗсем конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе пысӑк банксенчен пӗрин («Перекет банкӗ») тата ачасен ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗ тӑрӑх пуҫарса янӑ.
Хула шкулӗсенче апат ҫинишӗн ачасем аллӑн укҫа тӳлес йӑларан пӑрӑннӑ ӗнтӗ. Тӳлевпе унта лартса панӑ ятарлӑ терминалсем урлӑ татӑлаҫҫӗ. Шупашкарти 45-мӗш вӑтам тата 2-мӗш лицейре пысӑках мар пӗр банк («Авангардӑн») терминалӗсем лараҫҫӗ иккен. Тепӗр тесен, сӑмахӑмӑр кредит учрежденийӗ пӗчӗккипе пысӑкки пирки мар-ха. Чи кирли ӗҫне тутӑр. Тавӑҫ тӑратакан тепӗр банкӗ хӑйне сирсе хӑварнишӗн кӑмӑлсӑрланнине ӑнланма пулать-ха. Ашшӗ-амӑшӗшӗн, калӑн, пӗр мар-им? Вӗсене ку лару-тӑрура кӑмӑлсӑрлантарни вара — ашшӗ-амӑшне асӑннӑ банкӑн кредит карттине илме ыйтни. Уншӑн комисси те сахал мар тӳлемелле иккен. Карттӑ ҫухалас-тӑвас пулсан та кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ.
Конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑсни патне таврӑнсан, асӑннӑ банк реклами влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑнса тӑрать иккен. Монополипе кӗрешекенсем ҫав факта та, ахӑртнех, тӗпчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |