Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗн ыйтӑвӗпе паян Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министерствинче ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ. Калаҫӑва ирттерме министерствӑн этноконфесилле хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Казаков Сергей Димитриевич, кӳлепеҫӗ Вячеслав Эткер (вӑл кӳлепесен макечӗсене илсе килнӗ), Чӑваш наци культурин «Сӑвар» аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пухӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех телефонпа Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артамонов Сергей Геннадьевич хутшӑннӑ.
Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх парка малтанхи вырӑнтах йӗркелеме шут тытнӑ, тӗп сӑнар вырӑнӗнчи юпана ҫех тӳрлетсе каялла вырнаҫтарӗҫ. Халӑх имӗш юпара сӑнарланӑ ҫунатсене мӑйрака пек йышӑнать — ҫавна май хӑй каласа панӑ тӑрӑх Вячеслав Эткер улшӑнусем кӗртме килӗшнӗ.
Сӑмах май, эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ӗнер Чӑваш наци конгресне ку ыйтупа пулӑшӳ кӳме __http://docme.ru/wuY|ҫыру янӑччӗ__. Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ пирки унсӑр та калаҫса татӑлма май тупни пире паллах савӑнтарать.
Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ тума пуҫланӑ вырӑнтан юнашарти мӑнастир пупӗ хистенипе тӗп кӳлепене — юпана — __/news/4695.html|кӑларса илсе склада__ кайса хунӑччӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |