Ӗнер Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва унта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем пухӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ патшалӑх самай пулӑшу кӳнине палӑртнӑ. Сӑмахне цифрӑсемпех ҫирӗплетнӗ — иртнӗ ҫул асӑннӑ отрасль валли республикӑра пӗтӗмпе 2,45 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. 2012 ҫулхипе те танлаштарса пӑхнӑ: укҫа виҫи 19 процент хутшӑннӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче аш-пӑш тата сӗт туса илни ҫулталӑкӗпех тупӑш кӳнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та фермӑсене малашне те юсаса-ҫӗнетсех тӑмалла. Сӗт-ҫӑва тирпейлесе республика тулашне ӑсатассине те йӗркелемелле. Михаил Игнатьев сӗт отрасльне мӗн чухлӗ усламҫӑна явӑҫтарни тӑрӑх район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хаклама май пуррине те систерсе хӑварнӑ. 3–5 ҫулта ял хуҫалӑхне пысӑк укҫаллӑ пӗр инвестора та явӑҫтарайман тӑк, район админстрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитереймест тесе пӗтӗмлетме юрассине палӑртнӑ.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов иртнӗ ҫул 23 фермӑна юсанине е ҫӗнӗрен туса лартнине пӗлтернӗ. Ҫӗнетме палӑртнӑ пысӑк кайӑк-кӗшӗк фабрикисемпе сысна фермисем татах та пур. Ун йышшисем шутӗнче __Шупашкар районӗнчи__ «Прогресс» акционерсен хупӑ обществине, «Юрма» агрохолдинга, «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикине асӑнса хӑварнӑ. Вӗсене юсаса ҫӗнетсен продукци туса илесси тепӗр виҫӗ ҫулта 20 пин тонна чухлӗ ӳсмелле.
Лайӑхпа министр __Елчӗк районне__ асӑннӑ. Унта иртнӗ ҫул кӑна 5 инветсици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |