__Вӑрнар районӗнчи__ 1-мӗш шкулта Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ Иван Никифоров ҫуралнӑранпа 104 ҫул ҫитнине хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл чылай ҫул педагогикӑра ӗҫленӗ. __Вӑрнарта__ пурӑннӑ. 94 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ Иван Никифоров ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Асӑну кунӗ тӗлне шкул вулавӑшӗнче «Эпир асра тытса пурӑнатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта Никифоровпа ҫыхӑннӑ материалсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе паллашма май туса панӑ.
Шкулта викторина, класс сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, математика олимпиада, хаваслисемпе тавҫӑруллисен конкурсне ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Иван Никифоров ҫуралнӑ кун, мӗнпур класра ун пирки аса илсе калаҫу ирттереҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |