__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Нарат Чакки__ ялӗнче хӑйне евӗрлӗ музей пур иккен — нумай пулмасть ун пирки «Чӑваш Ен» телеканал каласа панӑ. Ку музея килсен унпа паллашма кӑна мар май пулӗ, кил хуҫи — Людмила Данькова — хӑналаса та ярӗ.
Хӑнасене кунта яланах чӑваш юрри-ташшисемпе кӗтсе илеҫҫӗ. Килӗнче те авалхи япаласем нумай. Ку музея тӑвас шухӑш имӗш 6 ҫул каялла ҫуралнӑ — хӑйӗн упӑшкипе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑна килне йӗркеленӗ. Авалхи япаласене те Людмина тахҫанах пухать имӗш — сахал мар пухӑннӑран музей йӗркелесси ҫуралнӑ та. Хӑш-пӗр япаласене кӳршӗсем те илсе килсе панӑ.
Чи кӑсӑклӑ япаласен шутӗнче ҫак хӑна музейӗнче (ҫапла ят памалла пуль?) 1876 ҫулхи сӑра пичкипе ҫӑпата пур. Ҫавӑн пекех музей 1900 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесемпе пуян. Ӗҫлекен патефон та кунта пур.
Музея хӑнасем килсех тӑраҫҫӗ. Аякран килнисем те пулкалаҫҫӗ. Хӑш-пӗр кун ҫемьисемпех килсе пурӑнаҫҫӗ — пӗлтерет вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекен кил хуҫи. Пӗрре ҫапла цирк артисчӗсем те хӑнара пулнӑ иккен — вара музейпе ҫӗменсем те, тилӗсем те паллашнӑ.
Яла ҫити ҫул ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарать Людмила Даньковӑна.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |