Иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче «Сутӑн илнӗ чыс» драмӑн ҫӗнетнӗ вариантне кӑтартнӑ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Чи малтанах __Анатолий Хмытӑн__ «Сутӑн илнӗ чыса» пӗлтӗр, юпан 17-мӗшӗнче, __/news/4230.html|кӑтартнӑччӗ__. Спектакле ун чухне чӑваш халӑх артисчӗ __Иван Иванов__ лартнӑччӗ. Хальхинче кам режиссёр пулнине Тимӗр Акташ пӗлтермерӗ. Пьесӑра Афган вӑрҫин вӑхӑтне ҫутатса панӑ.
Ку спектакль унччен виҫӗ хутччен халӑх тулли пухӑннипе иртнӗ пулин те ӑна критиклекенсем те тупӑннӑ иккен. Афган вӑрҫине хутшӑннисене, сӑмахран, ордена тивӗҫсӗррине пани килӗшмен. Тимӗр Акташ хыпарланӑ тӑрӑх куракансене Николай Сергеев артист вылякан Манко сӑнар кӑмӑла кайман имӗш (Тимӗр Акташ сӑлтавне пӗлтермест). Тепӗр самант — пьесӑра наркотик темине ҫутатни. Спектакль курма ача-пӑчана та илсе килеҫҫӗ те ку вӑл вӗсене япӑххине вӗрентме пултарӗ тесе сӑмахланӑ. Ҫавах та кунта каласа хӑварас пулать — спектакль ку пулӑма лайӑх енчен ҫутатмасть. Ҫак критикӑсене пулах ӗнтӗ тӑваттӑмӗш хут лартасси пирки пӗлтернӗ пулин те спектакле кӑтартман, ӑна ҫӗнетес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ.
Юнкун, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, ҫӗнетнӗ спектакле куракансем умне кӑларнӑ. Тимӗр Акташ уйрӑмлӑхсене илсе кӑтартать: орден пирки сӑмах халь ҫук, Манькон ҫӗнӗ ҫар ячӗ илтӗнмест (ӑна ӳстернӗ пулин те). Пуҫламӑш тата вӗҫӗнчи сценӑсем улшӑннӑ. Сӑмахран, халь мӑсӑлман кӗллин сасси янрамасть — Анатолий Хмыт шухӑшӗпе, капла йышӑнни халӑхӑн йӑли-йӗркине тивӗҫлӗн кӑтартакан майсене ҫухатнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче ку спектакле — ҫӗнетнине — тепре кӑтартӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |