__Етӗрне районӗнче__ культура ҫулне халалласа «Наци пуканисен нумайевӗрлӗхӗ» ятлӑ курав иртрӗ. Курава районти мӗнпур шкул, районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, Тамара Ионова усламҫӑ хутшӑнчӗҫ. Авторсем пурӗ 561 тӗрлӗ пукане ӑсталанӑ.
Мӗн тӗрлӗ пукане ҫук-ши кунта! Мӗнрен кӑна ӑсталаман-ши: тӑмран, йывӑҫран, улӑмран, папье-машерен, хутран, пенопластран... Пуканесене тӗрлӗ номинаципе хакларӗҫ: «Автор пукани», «Наци тумӗллӗ пукане», «Коллекци пукани» и «Чӑваш халӑх пукани». __Кӑкшӑмри__ шкулта вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Воронков хӑйӗн миниатюра — пуканисене 10 ҫул каяллах ӑсталама пуҫланӑ. Курава вӑл хӑйӗн пысӑк пуххинчи 43 тӗрлӗ пуканине илсе тухнӑ. Унӑн пуканисене куракансем: «Ку пуканесене лавккаранах туяннӑ пулӗ», — тесе алӑпа тытсах пӑхрӗҫ.
Уявра ҫавӑн пекех тӗрлӗ композици тӑрӑх йӗркеленӗ пуканесем хутшӑнчӗҫ: «Чӑвашсем улахра» — чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем (__Хучаш__ шкулӗ), __Пӗрҫырлан__ шкулӗн ӑсталӑхӗсем тӑмран «Ҫемье» темӑпа, Ирҫе шкулӗ те чӑваш тумӗллӗ «Ҫемье — эпӗ», хутран ӑсталанӑ «Халӑхсен туслӑхӗ» тата «Тӗпел кукринче» (__Мӑн Явӑш__ шкулӗ), «Асамат кӗперӗ» ача пахчи ӑстаҫисем «Эпир совет Союзӗнче ҫуралнӑ» — темӑпа курав йӗркеленӗ. Кунтах управҫӑ пуканесен пуххи, пухса пынӑ пуканесем, Олимп ҫулӗн элем пукани, матрӳшкесем...
Жюри пайташӗсем пукане ӑстаҫисене тӗрлӗ номинацире хакларӗҫ. Уяв чӑннипех те пысӑк шайра иртрӗ, ачалӑха илсе ҫитерчӗ, __Етӗрне районӗнчи__ ӑстаҫӑсемпе паллаштарчӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=78&type=news&id=2690782|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |