Ыран __Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче__ «Чӑваш чӗлхин историйӗ: иртни тата хальхи» ятпа ҫаврасӗтел иртмелле. Ӑна __Николай Петров__ чӗлхеҫӗ тата чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ иккен.
Мероприяти 5-мӗш вӗренӳ корпусӗнче ирхи вунӑ сехетре пуҫланмаллине пӗлтереҫҫӗ.
Николай Петрова чӑваш ҫырулӑхӗн тата литература чӗлхин историйӗ пирки ҫырнӑ ӗҫсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. 1982 ҫулта вӑл чӑваш литература чӗлхин совет тапхӑрӗнчи аталанӑвӗпе йӗркелӗвӗ ҫинчен доктор диссертацине ҫырнӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан вӑл «Тӗрӗк чӗлхисем (чӑваш чӗлхи)» специальноҫпа пӗрремӗш диссертаци канашне йӗркелесе ертсе пынӑ. Николай Петров хальхи чӑваш чӗлхин тата чӑваш чӗлхин историне вӗрентнӗ. Вӑл чӑваш чӗлхин виҫине йӗркелекен ведомствӑсем хушшинчи комиссин членӗ те пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |