Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ.
Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, __Етӗрне районӗнчи__ «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ.
Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе __Шупашкарти__ Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ. Кунсӑр пуҫне Г. Малова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» ята та тивӗҫнӗ.
«Чемпионсен каҫӗнче» патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑй ыттӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсен 12-мӗш физкультурӑпа спорт олимпиадинче ҫӗнтернисене те чысланӑ. Пӗрремӗш вырӑна, сӑмах май, республика Элтеперӗн Администрацийӗн ушкӑнӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Физкультурӑпа спорт министерствин ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Финанс министерстви. Федерацин влаҫ органӗсен территорири органӗсенчен айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекенсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — ШӖМ, виҫҫӗмӗшӗнче — налукҫӑсем. Районсемпе хуласенчен __Канаш районне__ ҫитекен пулман, вӑрнарсемпе Шупашкар хулин ушкӑнӗ малти иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсне пайланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |