Ҫакӑн ҫинчен республикӑн ачасен тӗп хӳтӗлевҫи Вячеслав Рафинов __Етӗрне районӗнче__ вырӑнти хула тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ чух чарӑнса тӑнӑ.
Паянхи кун Етӗрне районӗнче ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнӑ ачасем 113-ӗн иккен. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшне, 71 ачана, опекунсен ҫемйине илнӗ, 25-шне — усрав ҫемьене. 27 ача — тӑлӑх, 64-шӗ ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинчех вӗсен хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ, 9-шне аслисем хӑйсен кӑмӑлӗпе опекӑна пама килӗшнӗ.
Тӗлпулура тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйту пирки самай калаҫнӑ. Тӗрӗсрех, вӑл программа епле пурнӑҫланни пирки. Виҫӗм ҫул Етӗрне районӗнче 8 ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, пӗлтӗр — 10. Чи савӑнтараканни — ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлакансен хисепӗ чакни. Ҫакна Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов палӑртса хӑвранӑ.
Хальхи вӑхӑтра профессилле усрав ҫемьесем йӗркелес ыйту тавра та пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Калаҫнӑ май ун йышши __Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗнче__ пуррине тавҫӑрса илнӗ. Профессилле усрав ҫемье йӗркелес шухӑшлисем ытларах чух — педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |