Инкек иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчех пулнӑ-ха. Ун чухне __Канашри__ Ленин урамӗнчи 35-мӗш ҫуртра пурӑнакан сакӑр ҫынна сӗрӗм тивнине пула пульницӑна ӑстанӑ. 20-мӗш хваттерте пурӑнакан арҫын вара вилнӗ. Ун патӗнче хӑнара пулнӑ 35 ҫулти хӗрарӑм тӑнсӑр выртнӑ. Ӑна тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман.
Ҫак факт пирки тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсен шучӗпе ҫуртӑн тӗтӗм туртакан пӑрӑхӗсем тата вентиляци тытӑмӗ епле ӗҫленине тӗрӗслекен икӗ ҫын ӗҫе алран кайтӑр тесе пурнӑҫланӑ. Тӗрӗссипе, тивӗҫлипе хакламасӑрах вӗсем «йӗркеллех» тесе хут ҫырнӑ. Анчах пӑрӑх хӑрӑмпа, ҫӳп-ҫаппа тата кайӑк-кӗшӗк каяшӗпе тулнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслевҫӗсене РФ Пу силе кодексӗн 238 статйин 3-мӗш пайӗпе, тепӗр майлӑ каласан, тивӗҫе япӑх пурнӑҫланине пула ҫын вилнӗшӗн, явап тыттарӗҫ. Ку статьяпа вунӑ ҫул таран хупса хума юрать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |