Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, тавлаштаракан «Сутӑн илнӗ чысӑн» спектаклӗн ятарлӑ куравӗ иртнӗ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Уйрӑм, хупӑ мелпе иртнӗскерте, культура министерствин ӗҫченӗсем тата хайхи «критиксем» те пулнӑ иккен. Тимӗр Акташ __/blogs/comments/2035.html|сӑнласа панӑ тӑрӑх__ виҫӗ юлташ театр ӳнерӗнчен питӗ аякра пулни куҫ кӗрет. Пултарулӑх керменне мар, пӗр-пӗр хула клубне канма килнӗн туйӑнаҫҫӗ вӗсем.
Ку хутӗнче те улшӑнусем пулни пирки пӗлтерет Тимӗр Акташ — сӑмахран, гитара ҫине ҫырнисене илсе пенӗ. Енчен те малтан ун ҫинче «Афганистан», «СССР» ҫырнисем пулнӑччӗ пулсан, хальхинче ун ҫинче нимӗн те ҫырман иккен. Спектакльте те Афганистан пирки пӗлтерме пӑрахнӑ — ӗҫ-пуҫ ӑҫта пулса иртнине малашне палӑртмӗҫ.
Ку спектакле халӑх лайӑх йышӑннӑ пулин те ҫитес вӑхӑтра ӑна хӑварассине е репертуартан кӑларса илессине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫех ӗнтӗ. Эпир сире пӗлтерӗпӗр. Сӑмах май, спектаклӗн малтанхи вариантне «Сӑвар ТВ» ӳкерсе илнӗ, ҫапла май истори валли вӑл сыхланса юлнӑ теме пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |