Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинкери__ вӑтам шкулта шахмат турнирӗ иртрӗ. Ӑна __Пучинке__ ялӗнчи «Красный партизан» (чӑв. ~~Хӗрлӗ партизан~~) колхоз хуҫалӑхне 28 ҫул ертсе пынӑ Андреев Гурий Андреевича халалласа ирттерчӗҫ. Турнира йӗркелесе пуҫарса яраканӗ тата спонсорӗ — Владимир Гурьевич усламҫӑ, Гурий Андреевичӑн ывӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, ӗҫлесе пурӑнать, «Аратрика» стройфирмӑн тӗп директорӗ.

Пӗрремӗш хут ҫак турнир Гурий Андреевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Йӗпреҫ поселокӗнчи шахмат клубӗн членӗсем тата __Пучинке ял тӑрӑхӗнчи__ ҫак вӑййа кӑмӑллакансемпе шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира Владимир Гурьевич хӑй вӗренсе тухнӑ тата ӗҫленӗ тӑван шкулӗнче ирттерме палӑртнӑ. Паян ӑмӑртура 40 ытла вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тупӑшрӗ. Судья тивӗҫне Гурий Андреевич мӑнукӗ, Андреев Андрей, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗн энергетикӑпа электротехника факультечӗн 5 курс студенчӗ чыслӑн пурнӑҫларӗ.

Турнира хутшӑнакансене ҫула кура 2 ушкӑна пайласа палӑртрӗҫ, пӗтӗмлетӗвӗ ҫакӑн пек пулчӗ:

**1-4 классем хушшинче**:

1 вырӑн — Васильев Андрей, 3 «б» класс

2 вырӑн — Краснов Кирилл, 3 «б» класс

3 вырӑн — Иванов Андрей, 4 класс

**5-11 классем хушшинче**:

1 вырӑн — Павлов Владислав, 9 класс

2 вырӑн — Васильев Максим, 11 класс

3 вырӑн — Белов Сергей, 7 класс

Андреев Владимир Гурьевич ҫӗнтерӳҫӗсене саламларӗ, дипломсемпе тата парнесемпе чысларӗ, Пучинке шкулӗн администрацине турнира ирттерме пулӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть