Кӗҫех «Сочи—2014» Олимп вӑййисем пуҫланаҫҫӗ: вӗсем нарӑсӑн 7-мӗшӗпе 23-мӗшӗччен пырӗҫ. Олимп вӑййисене халалласа __Хӗрлӗ Чутайри__ «Хастар» спорт комплексӗнче ҫак кунсенче районти шкулсенчи вӗренекенсем Шупашкарта иртнӗ Олимп ҫулӑмне йӑтма тивӗҫ пулнӑ паллӑ спортсменсемпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсем: чупас енӗпе Европа тата пӗтӗм тӗнчери чемпионка, тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, ҫуллахи XXV-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ __Алина Ивановӑпа__ ҫак районти __Туктамӑш__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ утас енӗпе спорт мастерӗ ята тивӗҫнӗ, 1996 ҫулхи ХХVI-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Грузинова.
Пухӑннисене райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев тата вырӑнти ДОСААФ пуҫлӑхӗ Владимир Егоров саламласа кӗтсе илчӗҫ.
Алина Ивановӑпа Елена Грузинова Олимп ҫулӑмӗн «Сочи — 2014» ҫулӗ пирки каласа кӗтартрӗҫ. «Чупу юпан 7-мӗшӗнче пуҫланнӑ, Олимп вӑййисем пуҫланнӑ кун — нарӑсӑн 7-мӗшӗнче вӗҫленет. 123 кун хушшинче Олимп ҫулӑмӗ 65 пин ҫухрӑм ытларах спортсменсен аллинче пулать. Раштавӑн 27-мӗшӗнче вӑл Шупашкара та ҫитрӗ, 163 ҫын ӑна Шупашкар хулин урамӗсем тӑрӑх йӑтса чупрӗ. Олимп ҫулӑмне йӑтакансене курма Шупашкарти чылай халӑх урама тухрӗ».
Пухӑннисем паллӑ спортсменкӑсеме асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ, хӑйсем те Олимп ҫулӑмӗн символне тытса пӑхма пултарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи вӗренекенсем лартса панӑ «Сывлӑхлӑ пулар» ташӑ та куракансене сывлӑхлӑ пулма чӗнсе каларӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=top&id=2695442|**Сӑнсем**__ (55)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |