Швейцарире Израиль ҫыннине Менаше (Михаил) Гольдельмана «хура археологипе» аппаланнӑ тесе шухӑшланӑран арестленӗ иккен.
Гольдельман Хасар тата Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ аваллӑхне тӗпчекен эксперт шутланать-мӗн. Ҫак ыйтупа ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсем эксперт евӗр те явӑҫтараҫҫӗ иккен. Пирӗн ҫӗршывра вара ун пирки преступник тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Айӑплавҫӑсен шучӗпе, хайхи Хасар хулисен пуянлӑхне — хӗҫ-пӑшала, ылтӑн савӑт-сапана, виле ҫинче усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре — саккуна пӑсса чавса кӑларса пурӑнакан ушкӑна ертсе пынӑ. Мула вӑл чикӗ леш енче сутса, пуянлӑха вӑл хӑйӗн машинин алӑкӗ хыҫне пытарнине палӑртаҫҫӗ. Хасар каганачӗн пуянлӑхне туянакансен шутӗнче Раҫҫей олигархӗсем те пур теҫҫӗ.
Гольдельман пирӗн ҫӗршывра ҫуралнӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл Израиле куҫса кайнӑ. Кайран вӑл Лондона ҫитнӗ. Раҫҫей ӑна тӑван ҫӗршыва тавӑрса пама ыйтни усӑ кӳмен. Анчах Швейцарире ӑна тинех тытса чарнӑ. Гольдельмана тытма унпа пӗр шухӑшлӑ ҫын (ӑна тӑватӑ ҫуллӑха хупмалла тунӑ) тӗпчевҫӗсене пулӑшма килӗшни те витӗм кӳнӗ. Израильте вара Дэн Шапира текен хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫипе суд пырать-мӗн. Тӗпчевҫӗ эксперт пирки вӑрӑ тесе каланӑ. Лешӗ вара элек тесе тӗпчевҫе хирӗҫле тавӑҫ тӑратнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |