__Ҫӗрпӳ районӗнче__ вырнаҫнӑ арҫынсен 9-мӗш колонийӗнче хӑрушсӑрлӑх пайӗнче кӗҫӗн инспекторта ӗҫленӗ 24 ҫулти арҫын шӑпине ҫывӑх вӑхӑтра унти район сучӗ татса парӗ.
Тӗрмере йӗрке тума тивӗҫ арҫын унта ларакансем валли карас телефонӗсем илсе кӗртсе панӑ иккен. Тепӗр тесен, тӗрмере ларакансем ун пек хатӗрсемпе усӑ курни вӑрттӑнлӑхах мар-тӑр-ха. Телефонсем тӗрмене хӑйсем тӗллӗн утса кӗрейменни паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк ку инспектор ҫакланнӑ тесе шухӑшламалла-ши?
Апла-и, капла-и, кӗҫӗн инспектор саккуна пӑснӑ фактсене икӗ хутчен тупса палӑртнӑ: пӗрремӗшӗнче вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче телефон илсе кӗнӗ, тепӗр хутӗнче — юпан 7-мӗшӗнче. Малтанхи хутӗнче вӑл ыр кӑмӑллӑхшӑн 3 пин тенкӗ тӳленипе «ырӑ» ӗҫ тума килӗшнӗ. Иккӗмӗш хутӗнче 4,4 пин тенкӗ тӑракан бензопӑчкӑ парсан пулӑшма килӗшнӗ.
Халӗ инспектора сӗтев илнӗ тесе айӑпласси пирки ӗҫе суда ярса панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |