__Шупашкар районӗнчи__ __Чӑрӑшкассинчи__ вӑтам шкулта вӗренекенсен «Вӗри чӗресем» ушкӑнӗ «Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ.
Тӑван тӑрӑха тирпейлесе илемлетес енпе пӗлтӗр епле ӗҫлесе пынине каласа кӑтартакан ӗҫсене пухас, вӗсен тӑрӑх конкурс йӗркелес шухӑша «Сӑрҫум» патшалӑх заповедникӗпе «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ пуҫарнӑ. Унта 1–11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарнӑ. Хастарсем 9 районти тата __Шупашкарпа__ __Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулисенчи 26 шкул команди ӑмӑртнӑ. Финала ҫиччӗн тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗне «Контактра» тата Фейсбук халӑх тетелӗсемпе усӑ куракансене палӑртма май туса панӑ. Вӗсем чӑрӑшкассисене кӑмӑлларах панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш енри уйрӑмах сыхлакан ҫу ҫанталӑк вырӑнӗсем тӑрӑх виҫӗ кунлӑх курса ҫӳреме тӳлевсӗр путевка лекнӗ. Ҫулҫӳреве ачасем ҫу–авӑн уйӑхӗсенче, хӑйсене меллӗ вӑхӑтра, кайма пултарӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |