Кун пирки __Шупашкар__ хула администрацийӗ ӗнер «Уҫӑ хула» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ черетлӗ калаҫу хыҫҫӑн пӗлтерет. Унта тӗп хуламӑрти Лакрей вӑрманне аталантарассине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн йышши проект ытти парксемшӗн те тӗслӗх пулса тӑраять тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Лакрей вӑрманӗн аталанӑвне палӑртма пухӑннӑ калаҫӑва тӳре-шарапа пӗрлех дизайнер-проектировщиксем, Мускаври экспертсем, хула ҫыннсием пухӑннӑ.
Асӑннӑ кану паркӗ ҫӳлтен пӑхсан чӗрене аса илтерет иккен. Хула пур енлӗн сарӑлса пырать те, Лакрей вӑрманне пырса кӗмелли ҫулсене ытларах тӑвассине те, парка тӗрлӗ кану вырӑнне ҫавӑрассине те сӳтсе явнӑ иккен. Юлашкинчен асӑнни пирки каласан, тӗп лапамсен шутне активлӑ канӑва, ҫемьепе пухӑнмалли тата ача-пӑча валли пӑхса хӑвармаллине кӗртнӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли кӑна мар, велосипедпа ярӑнмалли ҫул та кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Парка пырса кӗнӗ вырӑнта машинӑсене лартмалли хальхи вӑхӑтри стоянкӑсем тӑвасшӑн. Зоокӗтес тума та сӗннӗ.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Лакрей вӑрманӗн концепцийӗ ытти парка ҫӗнетме те тӗслӗх пулаять. Аталану тени пӗр-пӗр пуяннӑ интересӗсене пурнӑҫлассине пӗлтермест пуль ӗнтӗ...
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |