Паянтан __Шупашкартан__ Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме пуҫланӑ. Унччен ҫав направление «Тутарстан» компани самолечӗсем вӗҫтечӗҫ, халӗ «Ак Барс Аэро» текенни ҫӳретет. Самолечӗсем — «Cessna–208» текен пӗр моторлӑ пысӑках мар турбовинтлӑскерсем.
Шупашкартан Ӗпхӗве самолетсем 9 сехет те 55 минутра хускалмалла. Рейссене эрнере виҫӗ хут — тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен ҫӳретме палӑртнӑ. Лерен самолетсем унти вӑхӑтпа 14 сехет те 40 минутра Шупашкара хускалмалла. Билет хакӗ — 1 775 тенкӗрен пуҫласа 4 770 тенкӗ таран.
Самара та тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен вӗҫме пулать. Унти Курумоч текен аэропорта, вӑл Самарӑран кӑшт кунтарах вырнаҫнӑ, 17 сехет те 5 минута ҫитме пулать. Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалать. Лерен каялла килме ирхи 7 сехет те 45 минутра хускалмалла, 9 сехет те 20 минутра кунта пулатӑн. Билет хакӗ — 2 075 тенкӗрен пуҫласа 3 305 тенкӗ таран.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |