Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Етӗрнери__ Культура ҫуртӗнче Культура ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа уяв ирттерчӗҫ. Уява районти культура ӗҫченӗсемпе ӗмӗрне халӑх хушшинче ирттернӗ культура ветеранӗсем, пултарулӑх ҫыннисем, районта кун ҫути курнӑ, хальхи вӑхӑтра аякра ӗҫлесе пурӑнакан пултарулӑх хӑнисем чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Уява район гимнӗпе уҫрӗҫ, Етӗрне район гимне районти культура ӗҫченӗсен, коллективсен пӗрлештернӗ хорӗ шӑрантарчӗ.

Пухӑннисене Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин саламларӗ, пурне те телей, пултарулӑхра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, культура ҫулталӑкӗнче наци культура шайӗ татах та ҫӳллӗрех шая ҫӗкленессине шанса пурне те ҫак сӑваплӑ ӗҫре малашне татах тӑрӑшарах ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

Унтан культурӑра ку таранччен тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн районти чылай культура ӗҫченӗ республика шайӗнчи тата вырӑнти администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Уявра районти тӗрлӗ колектив хӑйӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗ: юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ «Латус», Пӗрҫырланти «Сӑр ен» фольклор ушкӑнӗ, «Отрада» фольклор коллективӗ, «Пушкӑрт» ташӑ ушкӑнӗ, вырӑс юррисене юрлакан «Калинка» халӑх ансамблӗ, «Дюймовочка» ташӑ ушкӑнӗ, баянистсен дуэчӗ «Родные напевы» тата ыттисем те. Кунтах етӗрнесене халалланӑ сӑвӑсем те каласа пачӗҫ — Анжелика Иванова студентка хитре сассипе куракансене саламларӗ. Валерий Клементьев, Валентин Михайлов... Пурне те асӑнса та ҫитереймӗн. ООН 2014-мӗш ҫула ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Уява «Выйкат» ҫемье ансамблӗ те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Фойере районти ӑстаҫӑсен куравне те йӗркеленӗ, мӗн кӑна ӑсталамасть-ши ӗҫчен чӑваш ҫынни! Пуканесен пуххи ку хутӗнче те пухӑннисене тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ.

__http://www.cap.ru/photo.aspx?gov_id=78&id=38751|**Сӑнсем**__ (140)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть