Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, __Чӑваш наци конгресӗ__ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗн пухӑвӗ иртнӗ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Ӑна __Виталий Станьял__ ертсе пынӑ.

Пухура орфографи ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Доклад калаканни __Денис Гордеев__ ҫыравҫӑ пулнӑ — вӑл ҫак йӗркене «ҫӳлтен» хушнипе (эпир пӗлнӗ тӑрӑх Патшалах Канашӗ хирӗҫ сасӑланӑ) кӗртнине, хӑй вӑхӑтӗнче халӑх ӑна хирӗҫ пулнине (ЧНК вӑл вӑхӑтра сивленӗ) палӑртнӑ. Улшӑнусем хыҫҫӑн хӑш-пӗр сӑмахсене вырӑсла куҫарнӑ чухне йывӑрлӑхсем тухни пирки, ӑнланӑвне пӑтраштарма пултарни пирки каланӑ Денис Викторович.

Ку ыйтупах Виталий Станьял та сӑмах каланӑ. Хӑй докладне вӑл «Тимӗрҫӗн пуртти мӑка» ят панӑ. Виталий Петрович та малтанхи орфографи йӗрки патне таврӑнма ыйтнӑ, вӑл йӗрке академилле сӑмахсарсенче те хӑйӗн тӗрӗслӗхне кӑтартни пирки каланӑ.

Ларӑва Николай Егоров профессор хутшӑннӑ. Сӑмахсене уйрӑм ҫырассине ырлакансенчен пӗри пулнӑран вӑл ҫак йӗркене хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ, анчах та ӑна итлекенсем пулман имӗш — ҫапларах пӗлтерет Тимӑр Акташ.

Ларӑва хутшӑннисем ятарлӑ чӗнӳ хатӗрленӗ, ӑна Патшалӑх Канашӗн председательне Юрий Попова пама йышӑннӑ.

Чӑваш чӗлхин орфографи ыйтӑвӗ мӗн улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑнах тавлашусем ҫуратать пулин те вӗсене паянхи кунччен те татса параймаҫҫӗ. Виҫӗм ҫул ку ыйтӑва __/news/2487.html|чӑваш чӗлхи комиссийӗнче__ те ҫӗкленӗччӗ, анчах калаҫу шайӗнчен тухаймарӗ пулас ун чухне. Ку йӗрке 20 ҫул ытла тытӑнса тӑнӑран шкултан ку вӑхӑталла темиҫе ӑру вӗренсе тухнине те шута илме тивет. Ҫавӑнпах пулӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхин кафедрин ӑҫчахӗсем те хальхи вӑхӑтра усӑ куракан орфографине улшӑнусем кӗртесшӗн мар.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть