Ҫӗрулмине халалласа палӑк лартма республикӑн ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова __Красноармейски районӗнче__ пулнӑ чух пӗр ҫын каланӑ.
Министр унта районӑн иртнӗ ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкерекен тата кӑҫлахи плансене палӑртма пухӑннӑ канашлӑва хутшӑннӑ. Унччен Сергей Павлов вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Сӑмахран, __Филипп Лукин__ композиторӑн тӑван __Чатукассинче__ уҫнӑ музейне кӗрсе тухнӑ. Ленинградри блокадӑна сирнӗ ятпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса вӑрҫӑра вилнисен палӑкӗ умне чечек хунӑ. Чатукассинчи шкулӗнче уҫнӑ шӑпӑрлансен ушкӑнне те кӗрсе тухнӑ.
Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкернӗ вӑхӑтра министртан тем пирки ыйтакан та тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри ҫӗрулмине хисеплесе палӑк лартма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата ун хыҫҫӑнхи выҫӑ вӑхӑтра нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑвранипе сӑлтавланӑ. Ку сӗнӗве министр ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра йӗркелекен «Ҫӗрулми — 2014» курав вӑхӑтӗнче хускатма шантарнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=16&type=news&id=2697630|**Сӑнсем**__ (18)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |