Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, __Михаил Игнатьев__ Элтепер ятарлӑ хушу кӑларса Чӑваш Республикин финанс министрне йышӑннӑ вырӑнтан хӑтарнӑ. Хушу алӑ пуснӑ кунтан, е тепӗр май каласан, ӗнерех вӑя кӗнӗ. Ун вырӑнне кам йышӑнассине те, министр ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те хальлӗхе пӗлтермен-ха. Министра мӗн сӑлтава пула ӗҫрен хӑтарни те паллӑ мар.
Ноздряков Михаил Геннадьевич 1970 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче __Шупашкарта__ ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Питӗрти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, «Политика экономийӗ» специальноҫпе пӗтерсе тухнӑ. Республикӑри перекет банкӗнче ӗҫленӗ тата Шупашкарти ВТБ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2011 ҫулта ӑна финанс министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканне лартнӑ, вӑл ҫулах юпа уйӑхӗнче министр пулса тӑнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |