Тунтикун республикӑн финанс министрне Михаил Ноздрякова ӗҫрен хӑтарнине «Чӑваш халӑх сайчӗ» __/news/4851.html|хыпарланӑччӗ__. Ун чух эпир «ун вырӑнне кам йышӑнассине те, министр ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те хальлӗхе пӗлтермен-ха», — тесе пӗлтернӗччӗ. Министр лавне вӑхӑтлӑха кам туртасси паллӑ. Ҫак тивӗҫе Фарида Муратова пурнӑҫлӗ. Ятарлӑ указа Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ.
Муратова министерствӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Ҫак ведомствӑра вӑл 1976 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗр вӑхӑтра республикӑн налук инспекцийӗнче те тӑрӑшнӑ. 2005 ҫулта ӑна финанс министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.
Ноздряков ӗҫрен мӗн сӑлтавпа кайни пирки официаллӑ майпа хыпарлани ҫук, должноҫрен вӑл хӑй ирӗке кайнӑ текенсем те пур.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |