«Йӑлӑм вӑрманне пӗтерме парар мар тесе сасӑлама ыйтатпӑр», — текен чӗнӳ халӑх тетелӗсенчен пӗринче ман пата та килнӗччӗ. Халӑх шӑв-шав ҫӗкленине кура-ши, Шупашкар хула администрацийӗ йӑлӑма тӗкӗнмесси пирки хыпарлать.
Республикӑн тӗп хулине Атӑлӑн сулахай еннелле сарассине Шупашкарӑн генпланӗпе пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла туни йӑлӑма пӗтереҫҫӗ тесе пӑшӑрханакансем хулана Атӑлӑн сулахай енне сарассине ырламаннине тӗнче тетелӗ урлӑ палӑртма тытӑнчӗҫ.
Ҫак кунсенче вара хула администрацийӗ ку ыйтӑва уҫӑмлатнӑ темелле. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче вӑл «Йӑлӑма хула ҫыннисене анлӑн усӑ курма туса парасси тӗп хула ертӳҫисен приоритетлӑ тӗллевӗ» тесе хыпарланӑ. Унта нумай хутлӑ ҫурт-йӗр, Атӑл хӗррипе коттедж поселокӗсем тата экономика зони туса хумассине пӗлтернӗ.
Информацире хулан тӗп архитекторӗн Александр Шевлягинӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ. Унти лаптӑксене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫармасӑр (ахальлӗн вӑл ют харпӑрлӑх шутланать-ҫке) юсаса ҫӗнетме май ҫуккине пӗлтернӗ. Йӑлӑмра ятарлӑ ҫул ҫуккипе велосипедпа ярӑнма та май ҫук, каҫхине ҫуталса ларакан йӗлтӗр йӗрӗсем те, туризм маршручӗсемпе кемпингсем (акӑлчанран куҫарсан, ку сӑмаха автотуристсен ҫуллахи лагерӗсем тесе ӑнланма пулать) йӗркелемен. Генплан вара ку лару-тӑрура стратегилле документ пулса тӑрать-мӗн. Тивӗҫлӗ инфраструктура тума укҫа-тенкӗллӗ ҫынсене илӗртме генплан пулӑшмалла иккен. Пӗлтерӗшлӗ хута ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа уйӑх вӗҫленичченех халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |