Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Орфографи словарьне тепӗр хут пичетлесе кӑларасшӑн иккен. Кунашкал сас-хура пирӗн пата ҫитнӗ хыҫҫӑн эпир чи малтанах издательство сайтне кӗрсе пӑхрӑмӑр — унта вӑл кӗнеке 2014 ҫулхи планра тӑни курӑнмарӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Алексеев Валерий Николаевич патне шӑнкӑравласа ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн Ю.М. Виноградов хатӗрленӗ кӗнекене чӑнах та плана хушни пирки пӗлтерчӗ. Ӑна вӗренӳ министерстви ярса панӑ план тӑрӑх кӗртнӗ пулать.
«Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ» унччен 2002 ҫулта 3 000 тиражпа тухнӑччӗ. Сӑмахсар материалӗсене А.А. Алексеев пухса хатӗрленӗ, И.П. Павловпа Ю.М. Виноградов ӑслӑлӑх редакторӗсем пулнӑ. Реценҫӑсен йышӗнче Л.П. Сергеевпа П.Я. Яковлев чӗлхеҫӗсем, __Юрий Сементер__ сӑвӑҫ тата «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев пулнӑ. Унта пурӗ 40 пине яхӑн сӑмахпа сӑмах майлашӑвӗ кӗнӗ. Ҫав ҫулах, 2002 ҫулта, авторта Виноградовпа арӑмӗ тӑракан тепӗр словарь тухнӑ — ӑна вӗренӳ институчӗ кӑларнӑ. Шӑп та ҫак кӗнекене тӗпе хурса ӗнтӗ хальхи словаре кун ҫути кӑтартасшӑн та.
Аса илтеретпӗр: нумай пулмасть ЧНК Ваттисен канашӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов __news/4844.html|патне ҫырупа__ тухнӑ, унта вӗсем хальхи орфографине (уйрӑм ҫырассине) пӑрахӑҫласа малтанхи патне таврӑнма ыйтса ҫырнӑ.
**ХУШНИ**: текстра йӑнӑшсене тӳрлетнӗ, тӗрӗс мар информацие юсанӑ, тӗплӗнрех пӗлнине хушнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |