Паян каҫхине __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ «Медсанчасть» чарӑну патӗнче пысӑк пушар тухнӑ — икӗ хутлӑ ҫурта вут хыпса илнӗ. Вӑйлӑ ҫулӑма пула пропан баллонӗ те сирпӗннӗ тет.
Пушар урапасем (машинсем) тӑратмалли вырӑнпа ҫуммӑн тухнӑран пушарпа кӗрешекенсемпе йӗрке хуралҫисемсер пуҫне машинсен хуҫисем те чупса ҫитнӗ — вӗсем хӑйсен пурлӑхне ҫӑлса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх сирпӗнӳ ҫурҫӗр иртни 1:27 вӑхӑтра пулнӑ.
Урапасен хуралҫине илес пулсан вӑл хӑй ӗҫ вырӑнӗнчен тарнӑ пулать. Те пушар тухнӑран, те урӑх сӑлтава пула.
__http://pg21.ru/news/view/68733|**Сӑнсем**__ (24)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |