Лакрей паркне хула влаҫӗсем юсаса ҫӗнетме палӑртни пирки эпир __/news/4829.html|хыпарланӑччӗ__. Ку хыпара ҫак ӗҫе пуҫӑннин пӗрремӗш утӑмӗ вырӑннех йышӑнмалла мар пулӗ те, ҫапах та хула администрацийӗ Лакрей паркне ярӑнмалли ҫӗнӗ хатӗрпе пуянлатма хыснаран 4,5 миллион тенкӗ уйӑрассине хыпарлать. Юлашки 10 ҫулта __Шупашкарта__ кун пекки пулман-мӗн.
4,5 миллион тенкӗ тӑракан оборудовани — «Вальс» аттракцион. Унчченхи кивелсе япӑхнӑ. Кунсӑр пуҫне паркра епле аттракцион кирлӗ пирки халӑхран ыйтса пӗлнӗ иккен. Ҫынсем «Вальс» аваннине палӑртнӑ. Сӑмах май, паян паркра «Хип-хоп», «НЛО», «Сюрприз», «Ҫавраҫил», «Хаваслӑ ту», «Бамперлӑ кимӗ», «Автодром» тата ытти аттракционсем пур.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |