Паянтан пирӗн электронлӑ вулавӑшри чылай хайлава **epub** форматпа уҫласа илме пулать. Унпа усӑ курса эсир хайлавсене электронлӑ вулав хатӗрсенче — смартфонсенче, планшетсенче — вулама пултаратӑр. Уҫласа илес тесен хайлав страницине уҫмалла, унта вара epub форматӑн иконкине шыраса тупмалла та ун ҫине пусмалла.
Ҫавах та кашни хайлава хальлӗхе электронлӑ вулав хатӗрӗ валли тӑвайман-ха — кунта кӑткӑс тытӑмлӑ текстсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем валли скрипта каярах хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Ҫавӑн пекех эпир малашне кӗнекесене те уйрӑм файлпа уҫласа илме май туса парасшӑн. PDF формат пирки те манса кайман, анчах та ӑна валли хатӗрлеме кӑшт кӑткӑсрах пулнине шута илсе ку ӗҫе малашлӑха куҫарса.
Ҫавӑн пекех нумай пулмасть эпир шырав пайне кӑшт ҫӗнетсе — малашне унпа усӑ курса сӑвӑсенче уйрӑммӑн тата прозӑллисенче уйрӑммӑн шырама май пур.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн электронлӑ вулавӑшра 6 500 яхӑн хайлав вырнаҫнӑ. Пурӗ 70 ытла кӗнекепе пуян. Хальтерех кӗртнисен шутӗнче __Алексей Воробьевӑн__ «Ҫут пайӑрка», __Лидия Филипповӑн__ «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт», __Анатолий Ырьятӑн__ «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх», __Аркадий Ӗҫхӗлӗн__ «Акӑшсем таврӑнаҫҫӗ» кӗнекесене асӑнма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |