__Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Турханта__ Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен обществӑлла организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ.
Официаллӑ цифрӑсем вӑл вӑрҫӑра 15 051 совет салтакӗ вилнине пӗлтереҫҫӗ. 417 хыпарсӑр ҫухалнӑ е тыткӑна лекнӗ. __Ҫӗмӗрле__ ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ Афган вӑрҫине лекнисенчен Иван Кириллов, Григорий Антонов, Владимир Маскин, Анатолий Максимов вилнӗ. Евгений Сергеев хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Ҫӗмӗрлери уйрӑм — республикӑра йӗркеленнӗ 17 уйрӑмран пӗри иккен. Ӑна 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ертӳҫӗ пулма малтанласа Ю.В. Кузьмин афганеца шаннӑ. Каярах ертӳҫӗ тивӗҫне С.Л. Калашников, Г.Л. Альцев, В.Г. Ефимов пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ушкӑн 30 ытла ҫынна пӗтӗҫтерет.
Шӑматкунхи отчетпа суйлав вӑхӑтӗнче Александр Горбунов кандидатурине пӗр саслӑн ырланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |